Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӑслӑ ҫын нихҫан та ҫынна ухмах темест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Павлов Фёдор Павлович

Павлов Фёдор Павлович — чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, композиторӗ. 1892 ҫулта авӑнӑн 25-мӗшӗнче Хусан кӗпернин Етӗрне уесӗнчи (халӗ Ҫӗрпӳ районӗ) Патӑрьелӗнче хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. 1931 ҫулхи ҫӗртмен 2-мӗшӗнче Сочири санаторире туберкулезпа чирлесе вилет.

Кун-ҫулӗ

Хветюк пӗчӗкренех кӗсле-купӑс калама, тӑван халӑх сӑмахлӑх тӗслӗхӗсене итлеме юратнӑ. Вӗсен ялӗнче чаплӑ сӗрме купӑсҫӑ Лавруш пичче пулнӑ. Хветюк час-часах ун патне юрӑсем итлеме ҫӳренӗ. Унӑн хӑйӗн ашшӗ те Ҫтаппан Павӑлӗ юрлама, кӗсле калама тата ташлама ӑста ҫын пулнӑ. Халӑх юррисене нумай пӗлнӗ. Хветюк та ҫав юрӑсене юрлама вӗренсе пынӑ.

1901–1904 ҫулсенче ялти шкулта вӗреннӗ. Шкула кайичченех вулама-ҫырма пӗлнӗрен ӑна тӳрех 2-мӗш класа йышӑнаҫҫӗ. Малалла вӑл Иккассинчи икӗ класлӑ шкула вӗренме кӗнӗ, унта 1907-мӗш ҫулччен вӗренет. 1907–1911 ҫулсенче Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче пӗлӳ илет. Вӗренсе тухсан, ӑна ҫав шкултах музыка вӗрентме хӑварнӑ. Икӗ ҫултан вӑл Чӗмпӗрти тӗн семинарине вӗренме кӗнӗ.

1916-1917 ҫулсенче Шупашкар районӗнчи Кӑшлавӑшпа Палтай тата ыттисенче ачасене вӗрентнӗ. 1917 ҫулта ӑна Шупашкар районӗнчи Шемшерте тӳре пулма суйланӑ. Каярах халӑх тӳри те пулнӑ.

Фёдор Павлов ҫавӑн пекех ҫутӗҫ учрежденийӗсенче ӗҫленӗ. Уйрӑмах тӑван музыкӑпа драматургие аталантарас тӗлӗшпе нумай вӑй хунӑ: чӑваш хорне йӗркелесе янӑ, музыка шкулне уҫас ӗҫе хутшӑннӑ. Вӑл чӑваш хорӗн дирижерӗ, музыка шкулӗн преподавателӗ пулнӑ.

1930 ҫулта вӑл Ленинградра Н.А. Римский-Корсаков ячӗллӗ консерваторине вӗренме кӗнӗ.

Пултарулӑхӗ

Ф.Павлов литература ӗҫне 1910 ҫул тӗлнелле тытӑннӑ. Малтанхи тапхӑрта вӑл ытларах чӑвашла тата вырӑсла лирикӑлла сӑвӑсем ҫырнӑ, Октябрь революцийӗ умӗн драматурги жанрӗпе ҫырма пуҫланӑ.

Фёдор Павлов «Сӑрнай» юрӑсен пуххине хатӗрленипе паллӑ. Унта вӑл кӗвӗленӗ 70 ытла хайлав кӗнӗ.

Унӑн чылай ӗҫӗ чӑваш хорӗн классики шутланать: «Линкка–линкка», «Ҫӗмӗрт ҫеҫки ҫурӑлсан», «Пирӗн урам анаталла», «Вӗлле хурчӗ», «Сӗрен» тата ыттисем. Фёдор Павловӑн тепӗр паллӑ ӗҫӗ — «Сӑрнайпа пӑлнай» балет фантазийӗ.

Фёдор Павлов прозаик пек те паллӑ. 1920 ҫулта вӑл нумай статьясем, калавсем, фельетонсем ҫырать. Тӗслехрен, «Ӑслӑ шӑшисем», «Ял советла выляни», «Задача шутлани» тата ытти те. Вӗсенче автор пурнӑҫри йӑх-яхсене питлет, лайӑх енсене аталантарма кирлине калать. Юрӑ-кӗвӗпе ҫыхӑннӑ статьясем те вӑл нумай хайланӑ: «Ҫырмари юрӑ», «Чӑваш музыки», «Чӑваш кӗсли», «Чарӑннӑ сасӑ» тата ыттисем те.

Драматург евӗр чӑваш культурине вӑл пӗр актлӑ «Сутра» камитпе, «Ялта» драмӑпа паянлатнӑ. Паянхи кунра вӗсем чӑваш драматургийӗн классики шутланаҫҫӗ.

Унӑн ячӗпе Шупашкарти музыка училищи хисепленет. Ҫавӑн пекех Шупашкарти пӗр урама ун ятне панӑ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Каҫӑсем

Вуламалли

  • Федор Павлович Павлов – композитор и драматург / НИИ яз., лит., истории и экономики при Совете Министров Чуваш. АССР. — Шупашкар, 1984. — 59 с.
  • Авлук, А. Ӗҫӗ пархатарлӑ, ячӗ сумлӑ. // Ялав. — 1992, 9№. 20 с.
  • Юрий Артемьев. XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи чӑваш литератури. — Шупашкар, 1992. — 196 с.
  • Геннадий Юмарт. Фёдор Павлов — лирик–поэт // Тӑван Атӑл. — 1992, 9–10№. 56–57
  • И. Иванов. Сердца живые звуки — Чебоксары, 1989. – с. 150–157.

  • Илюхин, Ю. А. Симфоническая фантазия Ф. Павлова «Сарнай и палнай» // Вопросы чувашского языка, литературы и искусства. — Шупашкар, 1960. — 148–174 с.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2015-09-24 13:14:22 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 15195 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем